Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Мартӑн , 10:04

Уфари Демăри больници нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ

Уфари Демăри больници нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ
Уфари Демăри больници нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула хальхи оборудованипе больницӑсемпе поликлиникӑсене пуянлатасси малалла пырать.

Сӑмахран, регион Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ цифра маммографĕ Уфари Демăри хула клиника больницине килнӗ.

Маммографи — пӗчӗк доза рентген пайӑркипе сӗт парне тӗпчени. 40 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемшӗн ҫакӑ диагностикӑлла тӗпчевсенчен пӗри. Ҫӗнӗ оборудовани эксплуатацире шанчӑклӑ, сӑнӳкерчӗкӗн пысӑк пахалӑхне тивӗҫтерет, ҫавӑн пекех рентген пайӑркин дози сахал.

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект тӑрӑх юлашки пилӗк ҫул хушшинче Пушкӑртра тӗрлӗ медоборудованин 10 пин ытла единици, ҫав шутра "йывӑрри" — 22 компьютер томографӗ, 10 магнитпа резонанс томографӗ, ҫичӗ ангиограф тата шыçă чирĕсене сиплеме виҫӗ линейнӑй ускоритель туяннă.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-24/demskaya-bolnitsa-ufy-poluchila-sovremennoe-oborudovanie-blagodarya-natsproektu-3698741

 

 

Уфари Демăри больници нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ
Уфари Демăри больници нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: