Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Мартӑн , 10:21

Нефтекамскри Тӗп ача-пӑча библиотекинче "Писательсем-юбилярсем" онлайн-трансляци пулнӑ

#наци проекчĕ

Нефтекамскри Тӗп ача-пӑча библиотекинче "Писательсем-юбилярсем" онлайн-трансляци пулнӑ
Нефтекамскри Тӗп ача-пӑча библиотекинче "Писательсем-юбилярсем" онлайн-трансляци пулнӑ

#наци проекчĕ

Пулӑм "Культура" наци проекчӗн шайӗнче пулса иртнӗ.

Нефтекамскри Тӗп ача-пӑча библиотекинче онлайн-трансляци пулнӑ, ӑна тата "Культура. РФ" порталта та вырнаҫтарнӑ.

Тӑван ҫӗршыв культурипе литературине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ писательсен, поэтсен тата драматургсен юбилейӗсене Раҫҫейре кашни ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ.

— Литература вӑл историлле асра тата культура хаклӑхӗсене упраса хӑвармалли чи пӗлтерӗшлӗ меслетсенчен пӗри, —палӑртнă хулари Тӗп библиотека сотрудници Юлия Зинурова. — Паллах, вырӑс литератури тӗнчери культурӑна пысӑк тӳпе хывнӑ.

Библиотекарь хамăр çĕршыври писательсемпе поэтсен произведенийӗсем ют ҫӗршыври нумай авторсемпе вулакансемшӗн хавхалану пулса тӑнине палӑртнӑ.

— Ҫавӑнпа та писательсен юбилейӗсем ҫинчен асра тытмалла тата общество умӗнче вӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене палӑртмалла, — тенӗ Юлия Зинурова.

 https://mgazeta.com/news/natsproekty/2024-03-26/v-tsentralnoy-detskoy-biblioteke-neftekamska-sostoyalas-onlayn-translyatsiya-pisateli-yubilyary-3702277

 

 

Нефтекамскри Тӗп ача-пӑча библиотекинче "Писательсем-юбилярсем" онлайн-трансляци пулнӑ
Нефтекамскри Тӗп ача-пӑча библиотекинче "Писательсем-юбилярсем" онлайн-трансляци пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: