Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Мартӑн , 10:49

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Бакалă районӗнчи Юльтимировка ялӗнче модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă. Министерствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ку ялта ҫӗнӗ ФАП уçăлни "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăка çӗнетни" проекта пурнӑҫланипе май килнӗ.
Ҫак фельдшерпа акушер пунктӗнче пуçламăш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ Юльтимировкӑпа Михайловка ялӗнче пурӑнакансем 314 ҫын, вĕсенчен 35 ача илӗ. Райцентртан 20 ҫухрӑмра пулнине шута илсе ял ҫыннисем ҫӗнӗ медицина пунктне чӑтӑмсӑррӑн кӗтнĕ. Маларах медицина пулӑшӑвӗ паракан пункт клуб ҫуртӗнче пулнӑ, каласа кӑтартнӑ регион Сывлӑх сыхлав министерствинче.
"Ҫӗнӗ ҫуртра ҫынсемпе персонал валли хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ: фельдшерпа акушер пӑхса тухмалли кабинетсем, процедурӑпа прививка кабинечӗ, эмел упрамалли пӳлӗмсем, ҫавӑн пекех персонал тата инвентарь упрамалли пӳлӗмсем пур. Ҫӗнӗ оборудование тата дистанци технологийӗсемпе усӑ курнине пула медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе усӑ курасси чылай лайӑхланать", - тенĕ Бакалăри тĕп район больницин тӗп врачĕ Забир Гиздатуллин ФАПа уҫнӑ чаплӑ церемонинче.
Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроекта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-27/natsproekt-zdravoohranenie-v-sele-bashkirii-otkrylsya-novyy-fap-3703555

 

 

 

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: