Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Мартӑн , 11:12

Пушкӑртра технологи компанийӗсем инноваци валли 12 млн тенкӗ илме пултараҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра технологи компанийӗсем инноваци валли 12 млн тенкӗ илме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра технологи компанийӗсем инноваци валли 12 млн тенкӗ илме пултараҫҫӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртра технологи компанийӗсем инноваци проекчӗсене пурнӑҫлама 12 млн тенкӗ таран грант илме пултараҫҫӗ — "Бизнес-Старт" конкурса заявкӑсем йышӑнасси уҫӑлнӑ.
ПР Промышленноç министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хӑйсен проекчӗсене ҫак программӑпа пурнӑҫлакан компанисӗр пуҫне юлашки виçĕ ҫул хушшинче 100 млн таран пулӑшакан предприятисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
"Импорта улӑштармалли, пулӑшу ӗҫӗсен тата комплектлакан сферӑри, ҫавӑн пекех технологи сыпăкĕсен сферинчи проектсене уйрӑмах тимлӗҫ. Кӑҫалхи тӗп ҫӗнӗ хыпарсенчен пӗри пӗчӗк технологи компанийӗсене грант илме тивĕçлисен списокне кӗртни. Компани ҫак реестрта пулсан, хаклав тапхӑрӗнче вӑл хушма балл илет", - пӗлтернӗ вице- премьер - промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев.
Грант илес тесен компани 30 процентран кая мар софинанслассине тата проекта ҫулталӑкран кая мар пурнӑҫлассине шанмалла.
"Бизнес-Старт" конкурса "Вӗҫев — стартапран пуҫласа IPO таран" федераци проектне пурнӑҫланӑ шайра Инновацисене пулӑшу паракан фонд туса ирттерет.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-28/v-bashkirii-tehnologicheskie-kompanii-mogut-poluchit-12-mln-rub-na-innovatsii-3705063

 

Пушкӑртра технологи компанийӗсем инноваци валли 12 млн тенкӗ илме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра технологи компанийӗсем инноваци валли 12 млн тенкӗ илме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: