Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Апрелӗн , 11:02

Пушкӑртстанра Стерлитамак районӗнчи шкул ачисене экоурок шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортлама вӗрентнĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра Стерлитамак районӗнчи шкул ачисене экоурок шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортлама вӗрентнĕ
Пушкӑртстанра Стерлитамак районӗнчи шкул ачисене экоурок шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортлама вӗрентнĕ

 

#наци проекчĕ

Мероприятие йӗркелекенсем Пушкӑртстанри Экологи министерствин Стерлитамакри территори управленийӗн специалисчӗсем пулнă. Вӗсем Наумовка ялӗнчи 4-5-мĕш класра вӗренекен ачасене атмосфера сывлӑшӗн сывлӑхӗ ҫинчен тата мӗншӗн ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пухмалли ҫинчен тӗплӗн каласа панă.

Ҫав кун шкул ачисем паянхи ыйтупа хӑйсен пӗлӗвӗсене лайӑхлатнă кӑна мар, пирӗн республикӑра "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче мӗн-мӗн туса ирттернине те нумай пӗлнĕ.

Специалистсем йӑлари каяшсем тавралӑха мӗнле сиен кӳнине, вӗсем мӗнле тӗссене пайланнине ачасене ӑнлантарса панӑ. Паллах, ачасене каяшсене иккӗмӗш хут мӗнле усӑ курасси тата вӗсене мӗнле тирпейлесси интереслентернĕ. Вӑйӑлла шкул ачисене практикӑра ушкӑн ҫӳп-ҫапа тĕссене уйăрма сӗннĕ. Ачасем хаваслансах ӗҫе тытӑннă.

Ҫутҫанталӑк сыхлавӗн специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, мероприяти усӑллӑ та пӗлӳллӗ пулнă. Уйрӑмах вӗсене ачасем хастар пулни килӗшнӗ, вӗсем хӑйсем мӗн курни-илтни ҫинчен хаваслансах каласа панă, нумай ыйтусем панă.

Сăнӳкерчӗкӗ: ecology.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-03-26/v-bashkirii-shkolnikov-sterlitamaksogo-rayona-v-ramkah-ekouroka-nauchili-sortirovat-musor-3701812

 

 

Пушкӑртстанра Стерлитамак районӗнчи шкул ачисене экоурок шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортлама вӗрентнĕ
Пушкӑртстанра Стерлитамак районӗнчи шкул ачисене экоурок шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортлама вӗрентнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: