Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
3 Апрелӗн , 11:31

2024 ҫулта Пушкӑртра олимп резервӗсен шкулӗсене пуянлатма 15,5 млн тенкӗ яраҫҫӗ

#наци проекчĕ

2024 ҫулта Пушкӑртра олимп резервӗсен шкулӗсене пуянлатма 15,5 млн тенкӗ яраҫҫӗ
2024 ҫулта Пушкӑртра олимп резервӗсен шкулӗсене пуянлатма 15,5 млн тенкӗ яраҫҫӗ

#наци проекчĕ

2024 ҫулта олимп резервӗн виҫӗ спорт шкулӗ валли 15,5 млн тенкӗлӗх спорт оборудованийӗ туянаҫҫӗ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 13 млн тенкӗ илеҫҫӗ. Кун пирки республикӑри Спорт министерствинче пӗлтернӗ. Спорт хатӗрӗсем, инвентарьсем тата экипировка "Демографи" наци проекчӗн "Спорт — пурнӑҫ норми" регионти проекта пурнӑҫланӑ шайра туянаҫҫӗ.

Пушкӑрт спорт министрӗ Руслан Хабибов республикӑра спорт шкулӗсене пуянлатмалли практика пӗлтӗртенпех пуррине палӑртнӑ. 2023 ҫулта регион олимп резервӗн виҫӗ спорт шкулӗ валли спорт хатӗрӗсем, инвентарьсем тата экипировка 15,3 млн тенкӗлĕх туяннӑ, вӗсенчен 12,9 млн тенкӗ федераци бюджетӗнчен илнӗ.

Сăмахран, 2024 ҫулта республика бюджетӗнчен 11 спорт объектне юсама тата юсаса ҫӗнетме 125 млн ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Пушкӑрт Республикинче спорт объекчӗсене тӗпрен юсасси те федерацин "Спорт — пурнӑҫ норми" проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать, пӗлтернӗ "Башинформ" информагенство.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-29/v-bashkirii-v-2024-godu-na-osnaschenie-shkol-olimprezerva-napravyat-15-5-mln-rubley-3707055

  

 

2024 ҫулта Пушкӑртра олимп резервӗсен шкулӗсене пуянлатма 15,5 млн тенкӗ яраҫҫӗ
2024 ҫулта Пушкӑртра олимп резервӗсен шкулӗсене пуянлатма 15,5 млн тенкӗ яраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: