Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
11 Апрелӗн , 11:54

Хӑтлӑх кĕртмелли объектсене суйласа илме Пушкӑртстанра 680 пин ытла ҫын сасӑланӑ

#наци проекчĕ

Хӑтлӑх кĕртмелли объектсене суйласа илме Пушкӑртстанра 680 пин ытла ҫын сасӑланӑ
Хӑтлӑх кĕртмелли объектсене суйласа илме Пушкӑртстанра 680 пин ытла ҫын сасӑланӑ

#наци проекчĕ
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчĕ шайӗнче территорисене хӑтлӑх кӗртмелли объектсемшӗн Раҫҫейри сасӑлав пуҫланнӑ. Нумай сасӑлав пухакан объекта 2025 ҫулта хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Пушкӑртстанра 680 пин ытла ҫын хӑтлӑх объекчӗсемшӗн сасӑлава хутшӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансем хальхи вӑхӑтра общество территорийӗсене суйлас ӗҫе явӑҫтарас енӗпе ҫӗршывра чи хастаррисенчен пӗрисем шутланаççĕ.
Сасӑлав апрелӗн 30-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, Пушкӑртстанра пурӑнакан кирек хӑш ҫын та, 14 ҫула ҫитнӗскер, хутшӑнма пултарать. za.gorodsreda.ru страницӑра, "Госуслуги.Решаем вместе" каялла ҫыхӑнмалли платформипе усӑ курса, "Госуслуги.Решаем вместе" общество сасӑлавӗн виджечӗсенче муниципалитет сайчӗ ҫинче, ҫавӑн пекех муниципалитет-хутшӑнакансен обществӑлла вырӑнӗсенче сасӑлав ирттерекен волонтерсен хушӑвӗпе пӗрле сасăлама пулать.

Пушкӑрт Республикинчи Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви.
https://svetput.ru/news/natsionalnye-proekty/2024-04-11/v-bashkortostane-za-vybor-ob-ektov-blagoustroystva-progolosovalo-bolee-680-tysyach-zhiteley-3722821

 

 

Хӑтлӑх кĕртмелли объектсене суйласа илме Пушкӑртстанра 680 пин ытла ҫын сасӑланӑ
Хӑтлӑх кĕртмелли объектсене суйласа илме Пушкӑртстанра 680 пин ытла ҫын сасӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: