Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Апрелӗн , 12:27

Нацпроект тӑрӑх Пушкӑртстанра сакăр кӗпере юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Нацпроект тӑрӑх Пушкӑртстанра сакăр кӗпере юсаҫҫӗ
Нацпроект тӑрӑх Пушкӑртстанра сакăр кӗпере юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ
Кӑҫал Пушкӑрт Республикинче "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче сакăр кӗпере юсаҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ ПР Транспорт министерствинче. Вӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 419 метр ытла. Ӗҫсене Белорецк, Салават, Мишкин, Туймазă, Татышлă районӗсенче туса ирттерӗҫ. Кӗперсене юсама 225 млн ытла тенкӗ яма палӑртнӑ.
"Ку кӗперсем халӑх пурӑнакан вырӑнсем хушшинчи транспорт ҫыхӑнӑвне, ҫавӑн пекех туризм объекчӗсем патне каймалли ҫула тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене нормативлӑ пурлӑха кӗртмелле", — палӑртнӑ транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Клебанов.
Подряд организацийĕсем ҫанталӑк лайӑхлансан ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Пур объекта та кӑҫал юсаса пӗтерӗҫ.

Пушкӑртра "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче искусство сооруженийӗсене юсас ӗҫе 2022 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче 1282 метр ытла кӗпере юсанӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Транспорт министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-04-12/v-bashkirii-po-natsproektu-otremontiruyut-8-mostov-3725796

 

 

Нацпроект тӑрӑх Пушкӑртстанра сакăр кӗпере юсаҫҫӗ
Нацпроект тӑрӑх Пушкӑртстанра сакăр кӗпере юсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: