Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Апрелӗн , 10:47

Пушкӑртра предприятисен ертӳҫисем нацпроекта пула квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра предприятисен ертӳҫисем нацпроекта пула квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра предприятисен ертӳҫисем нацпроекта пула квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра халӗ "Ĕç тухӑҫлӑхӗ" наци проекчӗ шайӗнче управлени кадрӗсене хатӗрлемелли программа тӑрӑх виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ.
ПР Правительствин Премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ ПР экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов "Производство лидерӗсем" программӑн эксперчӗсем Раҫҫей ертӳҫисен квалификацине пилĕк ҫул ытла ӳстерме тӑрӑшни ҫинчен каласа панă. Вӑл унта Пушкӑрт предприятийӗсен аслӑ сыпăкĕн 273 ертӳҫине вӗрентнине палӑртнӑ. Кӑҫал вара пӗрремӗш икӗ вӗренӳ юхӑмӗнче республикӑран 14 ҫын вӗренет. Муратов каланӑ тӑрӑх, "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансемшӗн тӳлевсӗр вӗрентӳ тата гибрид форматӗнче иртет. Мускавра Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин ВАВТ площадкинче, модель предприятийӗсенче стажировкӑсем, ҫавӑн пекех дистанци ӗҫне пӑхса хӑварнӑ.
ПР Правительствин пресс-центрӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнакансем производствӑпа логистикӑна, маркетинга тата суту-илӗве, стратегие тата персонал управленине лайӑхлатмалли ҫӗнӗ меслетсемпе инструментсене ултă уйӑх тăршшĕ тӗпчеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш вӗренӳ юхӑмӗсене регистрацилесси апрелӗн 20-мӗшĕпе майӑн 17-мӗшӗнче тивӗҫлӗн тӑсӑлать. Заявка пама тата программа пирки хушма информаципе центрпроизводительности.рф. сайтӗнче паллашма юрать.
"Производство лидерӗсем" вӗренӳ программи – "Ĕç тухӑҫлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерстви заказӗпе туса хатӗрленӗ бизнеса пулӑшу памалли тытӑмлӑ мерӑсенчен пӗри.
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-04-15/v-bashkirii-blagodarya-natsproektu-rukovoditeli-predpriyatiy-mogut-povysit-kvalifikatsiyu-3728832

 

Пушкӑртра предприятисен ертӳҫисем нацпроекта пула квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра предприятисен ертӳҫисем нацпроекта пула квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: