Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Апрелӗн , 11:45

Пушкӑртра вӑрман патрулӗсем ҫӳремелли автомобильсене ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра вӑрман патрулӗсем ҫӳремелли автомобильсене ҫӗнетнӗ
Пушкӑртра вӑрман патрулӗсем ҫӳремелли автомобильсене ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ
Нумай пулмасть Пушкӑрт тӗп хулинче ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин районсен хушшинчи ултă территори пайӗсен представителӗсем вăрмана патрулироват тумалли ҫӗнӗ техникӑна чаплӑ лару-тӑрура илнӗ.
Регионти вӑрман ведомствинче "Экологи" наци проекчӗн "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проектне тата "Вӑрман хуҫалӑхне аталантарасси" федераци программине пула ҫӗнетме май пуррине палӑртнӑ.
Республика Вăрман хуçалăхĕн министерствин специалисчӗсем вӑрман тӗрӗслевӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе вăрмана патрулироват тумалли сакăр единицине тухӑҫлӑ автомобиль: LADA Niva Legend маркӑллӑ ултă автомобиль тата LADA Niva Travel икĕ автомобиль туянни ҫинчен каласа панӑ. Асӑннӑ вӑрманпа культура техникине туянма 8,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Автомобильсене Стерлитамак, Абзелил, Дуван, Уфа, Бирск тата Белорецк пайĕсен представителӗсем илнӗ.
ПР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Марат Шарафутдинов пӑхӑнса тӑракан министерство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетесси чылай пысӑк фактор тесе шутлать. Ку техникӑна пушар сезонӗ пуҫланас умӗн параҫҫӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, вӑрман инспекторӗсем вӑрмансене сыхлама, вӗсене сакуна пăсакан ҫынсенчен сыхлама автомобильсем илнӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем вӑрмансене пушарсенчен сыхлама эксплуатациленӗҫ.

Сăнӳкерчӗкӗ: forest.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-04-17/v-bashkirii-obnovili-avtomobili-dlya-patrulirovaniya-lesov-3731581

 

 

Пушкӑртра вӑрман патрулӗсем ҫӳремелли автомобильсене ҫӗнетнӗ
Пушкӑртра вӑрман патрулӗсем ҫӳремелли автомобильсене ҫӗнетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: