Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Апрелӗн , 10:33

Пушкӑртстан тырӑ экспортне ӳстернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан тырӑ экспортне ӳстернӗ
Пушкӑртстан тырӑ экспортне ӳстернӗ

#наци проекчĕ
2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Пушкӑрт 157 пин тонна ытла тырӑ тата тирпейлемелли продуктсене экспортланӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑртинчен 40 пин тонна ытларах, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
Экспорта янӑ ял хуҫалӑх культурисене урпа, тулӑ, йӗтӗн, пӑрҫа, сафлора, сӗлӗ т. ыт. те кĕрет.
Кунсӑр пуҫне пушкӑрт аграрийӗсем нута, хуратула, рыжике, расторопшăна, вика тата ытти ялхуҫалӑх культурисен партине чикĕ леш енне янă. Экспорт тиевӗн мӗнпур партийӗсен сӑнавӗсем Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорĕн Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче тӗпчевсем туллин иртнӗ.
Экспертиза кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ӳсентӑрансен продукцийӗ ҫӗршыв - импортер мӗн ыйтнине пурне те тивӗҫтерет, палӑртнӑ надзор ведомствинче.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ 2030 ҫул тӗлне чĕртавар энергетика мар таварӗсен чӑн ӳсӗмне 2020 ҫулхипе танлаштарсан, 70 процентран кая мар ӳстересси шутланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-04-20/bashkirii-uvelichila-eksport-zerna-3735679

 

 

 

Пушкӑртстан тырӑ экспортне ӳстернӗ
Пушкӑртстан тырӑ экспортне ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: