#наци проекчĕ
2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе "Çулталӑк экспортерӗ" конкурсӑн республика тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнма заявкӑсем панӑ 33 компанирен 17 компани пулса тӑнă. Тăххăрăшĕ вӗсенчен – пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсем, ҫав шутра "Пушкӑртстан продукчĕ" проект дипломанчӗсем: "БашИнком" удобрени туса кӑларакан, фитопродукци туса кӑларакан "Пушкӑртстан курӑкӗ" тата "Фабрик Косметик" косметикӑпа йӑла химийӗ кӑларакан. Кун пирки Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ компанисем округ тапхӑрӗнче тӑрӗҫ, унӑн ҫӗнтерӳҫисем федераци шайӗнче те хутшӑнӗҫ. "Ҫулталӑк экспортерӗ" конкурса "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра ирттереҫҫӗ, ӑна "Раҫҫей Федерацийӗн 2024 ҫулчченхи тапхӑрти наци тӗллевӗсемпе стратегилле тӗллевсем çинчен" президент указне пурнӑҫланӑ май туса хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.