Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Апрелӗн , 12:53

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан 17,7 пин кубометр пиломатериал экспортланӑ

#наци проекчĕ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан 17,7 пин кубометр пиломатериал экспортланӑ
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан 17,7 пин кубометр пиломатериал экспортланӑ

#наци проекчĕ
2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ 17,7 пин кубометр пиломатериал экспорта тӗрӗсленӗ. Кун ҫинчен надзор ведомствинче пӗлтернӗ.
Пушкӑртстан тӑхӑр ҫӗршыва — Азербайджана, Афганистана, Вьетнама, Грузине, Казахстана, Киргизине, Туркменине, Турцине тата Узбекистана йывӑҫ хатӗрлемелли продукцине экспортланӑ.
"Карантин продукцийӗн пӗтӗм партийӗ: касса, хытарнӑ хӑмасем, брус Пушкӑртри тӗрӗслев лабораторийӗнче энтомологи тӗпчевӗсем иртнӗ. Карантинти хӑрушӑ организмсене экспертиза тунипе палӑртман. Продукци тӗслӗхӗсем ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсене тивӗҫтереҫҫӗ", - тесе вӗҫленӗ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленйĕн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-04-20/s-nachala-goda-bashkiriya-eksportirovala-17-7-tysyachi-kubometrov-pilomaterialov-3735869

 

 

 

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан 17,7 пин кубометр пиломатериал экспортланӑ
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан 17,7 пин кубометр пиломатериал экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: