Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Апрелӗн , 12:11

Туристсем Пушкӑртстанпа кӑсӑкланаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Туристсем Пушкӑртстанпа кӑсӑкланаҫҫӗ
Туристсем Пушкӑртстанпа кӑсӑкланаҫҫӗ

#наци проекчĕ
Туризм сферинче халӑха тӳлевлĕ пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗпе пӗлтӗр Пушкӑрт Республики федерацин Атӑлҫи округӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ 15,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
2024 ҫулхи январь-февраль уйӑхӗнче Пушкӑртстан Республикинче халӑха туризм сферинче 2,2 миллиард тенкӗлӗх тӳлевлĕ пулӑшу ӗҫӗсем панӑ, 2023 ҫулхи ҫавнашкал кӑтартуран 20 процент нумайрах.
- Тӳлевлĕ пулӑшу ӗҫӗсен аталанӑвӗ регион туризмпа тараватлăх индустри аталанӑвӗн шайне палӑртать. Пушкӑртстан çак сферӑна активлӑ аталантарни хӑнасемшӗн ытларах та ытларах илӗртӳллӗ пулса тӑрать. Пушкӑртстана ҫул ҫӳресси кӑна кӑсӑклӑ мар, туристсен пур категорийӗсемшӗн те паллӑ пултӑр, - тенӗ Пушкӑртстанри предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов.
Аса илтеретпӗр, "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫланать.

https://svetput.ru/articles/turizm/2024-04-25/turisty-interesuyutsya-bashkortostanom-3742968

 

 

Туристсем Пушкӑртстанпа кӑсӑкланаҫҫӗ
Туристсем Пушкӑртстанпа кӑсӑкланаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: