#наци проекчĕ
Шӑматкун, апрелӗн 27-мӗшӗнче, Пушкӑртстан пӗтӗм Раҫҫей субботникне хутшӑнать.
Республикӑн кашни хулипе районӗнче "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци программипе маларах хӑтлӑлатнӑ парксенче, скверсенче, ҫыран хӗрринче тата площадьсенче экологи мероприятийӗсем иртӗҫ. "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнӑ.
Субботнике хутшӑнма пурте пултараҫҫӗ. Кирлӗ информаци районсемпе хуласен администрацийӗсен официаллӑ сайчӗсенче тата социаллӑ сетьсенче пур.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-04-25/27-aprelya-bashkiriya-prisoedinitsya-k-obscherossiyskomu-subbotniku-3743160