#наци проекчĕ
Пушкӑртри Уфа-Чишма ҫулӗсене юсама тытӑннӑ. Ҫул-йӗр ӗҫӗсене "Хӑрушсӑр пахалăхлă ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче туса пыраҫҫӗ.
Республикӑри Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Нижегородка ялӗ ҫывӑхӗнчи участокра ҫул тăвакансем кивӗ витӗм фрезерованине пурнӑҫланӑ та тикӗслетекен сийне сарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра витме, ҫул хӗррисене ҫирӗплетме тата разметка ӳкерме пуҫлаҫҫӗ.
Нижегородка патӗнчи ҫул-йӗр ӗҫӗсемпе пӗрле Зубово ялӗ еннелле каякан ҫул-йӗр участокне юсама хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроекта пула 2024 ҫулта Уфа - Чишма ҫулӗсене 5,15 ҫухрӑм юсаса ҫитерӗҫ.