#наци проекчĕ
Тӗп юсава "Пушкӑртстан Республикинчи шкул вӗренӗвӗн тытӑмне çӗнетесси" проект шайӗнче туса ирттерӗҫ.
Пушкӑртстан Республикинче приоритетлӑ регионти проект шайӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ултӑ учреждени ҫурчӗсене тӗпрен юсама палӑртнӑ: шкулсемпе лицейсене. Ҫак тӗллев валли 608,27 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, вӗсенчен 510,95 миллион ытла тенкӗ федераци бюджетӗнчен.
Сӑмахран, Кумертаури М.Г. Рахимов ячӗллӗ 3-мĕш интернат-гимназине, Баймакри лицей-интерната, Абзелил районӗнчи Красная Башкирия ялти шкула, Уфари 119-мĕш шкула, Стерлитамакри В.И. Ленин ячӗллӗ 2-мĕш лицей-интерната, çавӑн пекех Пишпÿлек районӗнчи Усак-Кичури шкула комплекслӑ юсав ирттерме палӑртнӑ.
2022-23 ҫулсенче республикӑра 140 шкул ҫуртне юсанӑ. Пушкӑртстанри вӗренӳпе наука министрӗ Ильдар Мавлетбердин пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑна пурнӑҫланӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх республика пӗлтӗр федераци явӑҫтарнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе ҫӗршывра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннă тата юсанӑ шкул ҫурчӗсен шучӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннă.
"Вӗрентӳ" наци проектне 2019 ҫултанпа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫлама пуҫланӑ.