#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Китая ҫӑка пылӗ экспортланӑ. Парти йывӑрӑшӗ 1,5 тонна пулнӑ.
Пушкӑртстанри Россельхознадзор управленийӗ ҫӑка пылӗн экспорт партине тивӗҫлӗ ветеринари сертификачӗсене панӑ.
- Пыл партийӗ лабораторири кирлӗ тӗпчевсене пурне те иртнӗ. Ӑна инфекципе инвази чирӗсенчен ирӗклӗ территорире пуҫтарнӑ. Республикӑри ҫӑка вӑрманӗсенче хурт-хăмăр пуҫтаракан тутлӑ та усӑллӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса продукцие КНРта та юратасса шанатпӑр, - хушса хунӑ ведомство пресс-службинче.
Аса илтеретпӗр, экспорта Президент пуҫарнипе пурнӑҫлакан "Тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.
https://omet-rb.com/articles/milli-proektlar/2024-05-06/balny-kem-d-yarata-3755910