#наци проекчĕ
Пушкӑртри 43 муниципалитетра 79 паркпа сквера ҫӗнетме тытӑннӑ, ытти объектсенче ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, пӗлтернӗ регион ЖКХ министерствин пресс-службинче.
Кӑҫал ҫеҫ Пушкӑрт Республикинче "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци программипе 123 общество территорине пӗтӗмӗшле 1,2 миллиард тенкӗлĕх хӑтлӑлатӗҫ. Общество уҫлӑхне ҫӗнетесси октябрӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленӗ.
Унсӑр пуҫне, июнӗн 1-мӗшӗччен пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче Агидельте, Дюртюлинче, Ишимбайра, Мелеузра тата Янаулта хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли 2022 ҫулхи чи лайӑх проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисен пилӗк проектне пурнӑҫласси вӗҫленет. Вӗсен вӑтам техника хатӗрлӗхӗ 98 процентпа танлашать. Подряд организацисен пӗчӗк архитектура формисем вырнаҫтарасси кӑна юлнӑ.
Кӑҫал республикӑра тата икӗ проект - Баймакра тата Ишимбай районӗнчи Верхотор ялĕнче 2023 ҫулхи пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене - пурнӑҫлама тытӑнаҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрăн ӗҫĕсене октябрӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
"Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри ЖКХ министерствин пресс-служби.