#наци проекчĕ
Уфа мэрийĕ Архитектор Рехмуков урамне тӑвасси, Спорт кӗрешӗвӗн центрне каймалли ҫула тивӗҫтересси, июнӗн 25-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртни ҫинчен пӗлтерет.
Объекта Пушкӑрт тӗп хули 450 ҫул тултарнине халалланӑ тата "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроект шайӗнче туса пыраҫҫӗ.
Ливневкӑна йӗркелесси 95% вӗҫленни паллӑ. Специалистсем строительство автоçулĕсен ҫӗр пирне параллельпе сапаҫҫӗ. Кунта тата парковка, ҫуран ҫӳремелли тротуарсем, техника йӑрӑмӗсем тӑваҫҫӗ, ҫавӑн пекех тулашри ҫутта йӗркелеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфа мэрийĕ.