Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
29 Майӑн 2024, 07:23

Туймазăра нацпроекта пула асран кайми сехетлĕ стела тухӗ

#наци проекчĕ

Туймазăра нацпроекта пула асран кайми сехетлĕ стела тухӗТуймазăра нацпроекта пула асран кайми сехетлĕ стела тухӗ
Туймазăра нацпроекта пула асран кайми сехетлĕ стела тухӗ

 

#наци проекчĕ

Туймазă хулинче Октябрь площадьне хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫ малалла пырать. Икӗ ҫул каялла кунта ҫутатмалли фонтан хута янă, площаде хӑйне бручаткӑ сарса тухнă, хунарсем лартнă, периметр тӑрӑх йывӑҫсем лартнă. Малтанхи проект тӑрӑх кунта тата сценӑпа кафе пулмалла. Анчах реконструкци тунӑ чухне ҫак шухӑша пӑрахӑҫланӑ, хула площадьне йӑлана кӗнӗ пек сыхласа хӑварма йышӑннă.

"Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроектӑн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" программӑпа кӑҫалхи кӗркунне тӗлне площадьре 12,5 метр ҫӳллӗш стела пулĕ, унӑн тӑватӑ енне те сехетсем вырнаçтарĕç. Ӑна гранит никӗс ҫине лартĕç,Туймазă районӗнчи герб сӑнне венчет тӑвӗҫ.

Стенаран сылтӑм енче те, сулахайра та барельефпа илемлетнӗ гранит плитасем лартаҫҫӗ. Вӗсем ҫинче хулари чи паллӑ вырӑнсене, ҫавӑн пекех нефть промышленноҫне, учительсене, врачсене тата инженерсене халалланӑ ӳкерчӗксене вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех площаде хальхи конструкцисемпе илемлетесси малалла тӑсӑлать. Кунсӑр пуҫне районти ҫутҫанталӑк палӑкӗсене тивӗҫтерекен икӗ композици пулĕ. Пурӑнакансем вӗсене кӗркунне курма пултарĕç.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-05-23/v-tuymazah-blagodarya-natsproektu-poyavitsya-pamyatnaya-stela-s-chasami-3780797

 

 

Туймазăра нацпроекта пула асран кайми сехетлĕ стела тухӗ
Туймазăра нацпроекта пула асран кайми сехетлĕ стела тухӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас