#наци проекчĕ
Пушкӑртра "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проектне пула ҫӗнӗ форматлă общество уҫлӑхӗсем йӗркеленеҫҫӗ, палӑртнӑ регион ЖКХ министерствинче.
Федераци проектне хуласемпе ялсен ҫӗнӗ сӑн-сӑпатне тума, общество анлӑхне ҫӗнетме янӑ. Тӗллев — регионсене пулӑшасси, хӑйсен колоритне тата урӑхларах архитектурине упраса хӑварасси, хӑтлӑхпа хӑрушсӑрлӑх атмосферине йӗркелесси, унта пур ҫулсенчи ҫынсене те пурӑнма, ӗҫлеме тата активлӑ канма пӗр пекех кӑмӑллӑ пултăр.
Сӑмахран, çак анлӑ программа шайӗнче Бирскри "Соколок" парка хӑтлӑх кӗртесси малалла тӑсӑлать. Кунта вӑтаҫӗр аллейӑн ҫуран зонине йӗркелес ӗҫ пуҫланнă, вӑл спортпа ача-пӑча площадкисене пӗрлештерет. Хушма ҫутӑ, пӗчӗк архитектура формисем, Бирск историйӗпе информаци стенчӗсем пулӗҫ. Проектӑн тĕп уйрăмлăхĕ "Вӑхӑт аллейи" пулса тӑрӗ, унта скульптура композицийӗн геройӗсем пулӗҫ. Аллейăра тенкелсемпе урнӑсем лартса тухнӑ рекреаци зони вырнаҫӗ, икӗ сарлака ҫул хушшинче газонпа декораци тӗмӗсем пулĕç.
Ҫав вӑхӑтра республикӑри Бурай районӗнчи Бурай ялӗнче "Танып" стадион ҫӗнелме пуҫланă. Стадиона хӑтлӑх кӗртесси куракансем валли трибунăсене ҫӗнетесси, чупмалли ҫулсемпе трибунӑсем умӗнчи территорисене юсасси.