#наци проекчĕ
Пушкӑртра Туймазă районӗнче Пелепей—Николаевка — Туймазă—Бакалă автоҫулсене юсама тытӑннӑ, - пӗлтерет ПР правительстви.
Сӑмах 5,6 километр тӑршшӗ Кендектамакпа Субханкулово хушшинчи икӗ лаптӑк ҫинчен пырать. Ҫӗнетме 157 миллион тенкӗ ытла укçа-тенкĕ уйӑрма палӑртаҫҫӗ.
"Пелепей—Николаевка — Туймазă—Бакалă ҫулӗ Пушкӑртстанри тӗрев сетьне кӗрет. Вӑл республикӑн темиҫе районне ҫыхӑнтарать тата халӑх нумай пурӑнакан вырӑнсенче пурӑнакансене, ҫав шутра 500 ытла ҫын пурӑнакан Кендектамак пек пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене транспортпа тивӗҫтерет"- пĕлтернĕ транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Минакова.
Специалистсем рейклинг технологийӗпе ҫул никӗсне, ҫавӑн пекех никӗсӗн ҫиелти сийне фрезерованипе ҫирӗплетме те ӗлкӗрнӗ. Унтан кунта асфальт-бетон виткӗҫне çĕнетеççĕ, разметка туса хураҫҫӗ.
Юсав 2024 ҫулхи III кварталта вӗҫленмелле. Ӗҫ "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект тӑрӑх пырать.