#наци проекчĕ
Хальхинче Иглин районӗнчи Кальтовка ялӗнче 1978 ҫултах туса лартнӑ фельдшерпа акушер пунктне улӑштарма пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫнӑ. Вӑл халӑх пурӑнакан 13 вырӑна пӑхса тӑрӗ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмӗшле практика врачӗн ҫӗнӗ офисне уҫни "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн «Пуçламăш сыпăка модернизацилесси" программӑна пурнӑҫланипе май килнӗ. Халӗ темиҫе ялта пурӑнакан ҫынсем çуран утса çитме пултаракан медицина пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ. Ҫав территорире 1237 ҫын пурӑнать, çав шутра 75 ача.
Кирлӗ оборудованипе пуян хӑтлӑ та çутă ҫуртра Дина Кулазина терапевт, Айгуль Лукманова педиатр, Юрий Чапыркин стоматолог, Надежда Абрамова фельдшер йышӑнӗҫ. Кунта вӗсем больница листисене илме, ҫавӑн пекех вакцинациленме пултарнӑшӑн ял ҫыннисем савӑнаҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.