Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
11 Июнӗн , 09:49

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ
Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Давлекан районĕнче, "Аслы-Куль" ҫутҫанталӑк паркӗн территорийӗнче "Раҫҫей шывӗ" акци шайӗнче экологи субботникӗ иртнӗ. Субботнике хутшӑнакансем Асликуль ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, çакăн пирки регион Экологи министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Ҫыран хӗрринчи территорие тасатма 20 ҫын ытла хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче "Аслы-Куль" ҫутҫанталӑк паркӗн сотрудникӗсем тата ҫывӑхри Бурангуловопа Чапаево ялсенче пурӑнакансем пулнă. Пӗрле вӗсем ҫыран хӗррипе икӗ километра яхӑн тасатса тухнă та коммуналлӑ хытӑ каяшсене 28 миххе пухнă, пластик савăтсем, ҫӗмрӗк кӗленче, консерва банкисем, апат-ҫимӗҫ каяшӗсем тултарнӑ михӗсем т. ыт. те.

Уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗ наука, ҫутҫанталӑк сыхлавӗ, хуҫалӑх, эстетика тата рекреаци пӗлтерӗшлӗ. Ҫутҫанталӑк комплексӗн уйрӑмлӑхӗсене пула унӑн территорийӗнче кӳлӗ экосистемисене сиен кӳрекен тата ӑна варалама, гидрологи режимне улӑштарма пултаракан кирек мӗнле хуҫалӑх ӗҫне те чарнӑ.

"Экологи" нацпроект каяшсене тыткаламалли тухӑҫлӑха ӳстерме, пысӑк промышленноҫ центрӗсенче атмосфера сывлӑшне варалас шайне кардиналла чакарма, çавӑн пекех Раҫҫейри уйрӑм флорӑпа фаунăна сыхласа хӑварма тӗллев лартнӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ нацпроектсем 2019 ҫултан стартланă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Экологи министерствин пресс-служби.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-06-11/v-bashkirii-raschistili-ot-musora-pribrezhnuyu-territoriyu-ozera-aslikul-3805797

 

 

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ
Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: