#наци проекчĕ
Пилӗк пин тӑваткал метра яхӑн лаптӑкри виҫӗ хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртра пысӑккисем те, ача-пӑча уйрӑмӗ те вырнаҫӗҫ, - пӗлтерет ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
Кушнаренкăри районти тӗп больницӑра сменӑра 320 ҫынна йышăнма палӑртнӑ ҫӗнӗ поликлиника тума пуҫланă, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăка çӗнетесси" программине пурнӑҫланине пула. Халӗ строительсем электросеть хывма, канализаци трубисене вырнаҫтарма хатӗрленеҫҫӗ.
Кушнаренкăри тĕп больницан тӗп врачĕ Ильдар Бакаев ҫӗнӗ поликлиника сменӑна икӗ хут пысӑклатма май пани ҫинчен каласа панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртӑн лаптӑкӗ кивӗ площадьрен чылай пысӑкрах, ҫавӑнпа кунта кабинетсем ытларах вырнаҫӗҫ. Паллах, поликлиника пысӑкрах та хӑтлӑрах пулӗ.
Поликлиникӑра хальхи оборудованисемпе - рентген аппарачӗсемпе, УЗИпе ФГДС аппарачӗсемпе - функциллӗ диагностика уйрӑмне пӑхса хӑварни те савӑнтарать.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-06-11/v-kushnarenkovskom-rayone-bashkirii-stroitsya-novoe-tryohetazhnoe-zdanie-polikliniki-3805957