#наци проекчĕ
2024 ҫулта Пушкӑртстан вӑрлӑх ÿстерекенĕсем вӑрлӑх экспортне тăватă хут ытла ӳстернӗ, пĕлтернĕ регион Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленинче 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен 203 экспорт партине выльӑх апачӗ, тырӑ тата пăрçа йышши культурăсем тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, 4113 тонна вӑрлӑх. Ку 2023 ҫулхи тивӗҫлӗ тапхӑртинчен тăватă хут ытларах.
Карантин продукцийӗн суйласа илнӗ тӗслӗхӗсем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт сӑнав лабораторийӗнче энтомологипе гербологи тӗпчевӗсем иртнĕ. Карантин организмӗсене фитосанитари экспертизисен результачӗсем тӑрӑх тупса палӑртман, тиенӗ пӗтӗм продукци ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсене тивӗҫтерет.
Вӑрлӑх материал тиенӗ пӗтӗм çăка 199 фитосанитари сертификачӗ панӑ. Акмалли вӑрлӑха автомобиль транспорчӗпе тиенӗ.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ тата тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ.