Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Июнӗн , 11:41

Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнă кунĕ

#наци проекчĕ

Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнă кунĕ
Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнă кунĕ

#наци проекчĕ

"Вӗрентӳ" наци проекчӗ тата "Пушкӑрт Республикинчи вӗренӳ тытӑмне çӗнетесси" приоритетлӑ регион проекчӗ шайӗнче Усак-Кичури вӑтам шкул ҫуртне тӗпрен юсаҫҫӗ.

Шкул ҫуртне ҫӗнетме строительсем март уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Вӗренӳ заведенийӗ кӗнӗ "Шкулти вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнетесси" шкулсене тӗпрен юсамалли анлӑ программа юсав ӗҫӗсене кӑна мар, ҫӗнӗ сӗтел-пукансемпе оборудовани туянассине те, территорие хӑтлӑх кӗртессине те кӗртет. Программа тӗллевӗсем шкул инфратытӑмне ҫӗнетесси, хӑтлӑ тата хӑрушсӑрлӑх хутлӑхне йӗркелесси, шкулсене тӗп юсав ирттермелли ҫӗнӗ пахалӑхлӑ шая куҫасси, вӗрентӳпе воспитани хатӗрӗсене пуянлатасси, ҫавӑн пекех педагогика составӗн квалификацине ӳстересси. Шкулсен программине кӗртнӗ оборудованипе тивӗҫтермелли мероприятисен шайӗнче спорт залӗсем, апат-ҫимӗҫ тата юсав пӳлӗмӗсем ҫине те тимлӗх уйӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫӗнетнӗ шкулта кивӗ учебниксемпе пособисен 100 процентне улӑштарӗҫ.

Усак-Кичу ялӗн вӑтам шкулӗ кунран-кун илемленсе пырать. Кунта пур ҫӗрте те ӗҫ вӗресе тӑрать: пӳлӗмсемпе классенче "Альянс" ООО подряд организацийӗн специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни кун отделочниксен, электромонтажниксен тата ҫурт витекенсен бригади ӗҫлет. Ҫурт ӑшӗнче темӗн чухлӗ улшӑнусем: демонтаж ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, чӳречесене улӑштарнӑ. Шалти отделка ĕçĕ пырать. Гипсокартонпа стенасене ҫӗлеҫҫӗ, электромонтаж ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ.

— Эпир, ашшĕ-амăшĕсен комитечӗн членĕсем, тӗп юсав мӗнле пынине тӗрӗслетпӗр. Шкул стенисем валли пулас тĕсе те хамăр суйласа илтĕмĕр. Паян шкулта ӗҫ хӗрсе пырать. Пӗр харӑсах темиҫе бригада ӗҫлет. Урайне бетон хунă, ҫурт тӑррине витеҫҫӗ. Сроксемпе кая юлни ҫук. Объекта вӑхӑтра параççĕ тесе шутлатпӑр, — палӑртнă Альбина Зиганшина, шкулӑн ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн членӗ.

Шкулӑн тӗп юсавне 63 млн тенкӗ, оборудовани туянма 10,1 млн тенкӗ, ҫавӑн пекех территорие хӑтлӑх кӗртме 8,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Шкул территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫсен подрядчикӗ "ТД Ресурс" пулать.

Усак-Кичу ялӗнчи шкула 1978 ҫулта туса лартнӑ, унтанпа кунта тӗп юсав пулман. Ҫӗнетнӗ шкула 2024 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗнче пама палӑртаҫҫӗ.

Тӗп юсав вӗренӳ учрежденийӗн тулашӗпе шалти сӑн-сӑпатне пӗтӗмпе улӑштарӗ. Ачасем хӑтлӑ условисенче вӗренме пултарччӑр тесе пурне те тӑваҫҫӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.

 

Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнă кунĕ
Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнă кунĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: