Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Июнӗн , 11:06

Пушкӑрт Бурай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Бурай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Пушкӑрт Бурай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
#наци проекчĕ
Бурай районӗнчи Новоельдяково ялӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн медицинăн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли программӑна пула ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă. Кун пирки Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ФАП Новоельдяково ялӗнче, ҫавӑн пекех Камелевопа Сармашево ялӗсенче пурӑнакансене пулӑшать. Пӗтӗмӗшле илсен, 300 ытла ҫын. Ҫӗнӗ ҫуртра ӗҫлеме мӗн кирли пурте пур. ФАП хальхи стандартсемпе санитари требованийӗсене тивӗҫтерет. Пӳртре фельдшер кабинечӗ, процедурӑпа смотровой кабинечӗ, медикаментсене упрамалли пӳлӗм, ҫавӑн пекех пациентсем кӗтмелли вырӑн, санузел вырнаҫнӑ. Вырӑнти ҫынсем ҫӗнӗ ФАПра вакцинаци тата диспансеризаци активлӑ иртеҫҫӗ.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
 
 
Пушкӑрт Бурай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Пушкӑрт Бурай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: