Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
24 Июнӗн 2024, 06:50

Уфара сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Зеленая Рощари 119-мĕш шкула тĕпрен юсаса пĕтерме палӑртаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Уфара сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Зеленая Рощари 119-мĕш шкула тĕпрен юсаса пĕтерме палӑртаҫҫӗУфара сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Зеленая Рощари 119-мĕш шкула тĕпрен юсаса пĕтерме палӑртаҫҫӗ
Уфара сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Зеленая Рощари 119-мĕш шкула тĕпрен юсаса пĕтерме палӑртаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Уфара Степан Кувыкин урамӗнчи 119-мĕш шкул ҫурчӗн тӗп юсавӗ малалла пырать. Ӗҫ кӑҫалхи март уйӑхӗнче "Шкулти вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнетесси" программа шайӗнче пуҫланнă, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле вӗҫленмелле.

Стройплошадкӑра РФ Çутӗҫ министерствин "Шкул-2025" Дирекцийӗн федераци инспекцийӗ пулнӑ, пӗлтернӗ Киров район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Илвир Нурдавлятов.

"Ку тапхӑрта пӳрт тӑррине юсаҫҫӗ. Отделка ӗҫӗсем вӗҫленес патне ҫывхараҫҫӗ. Коридорсенче керамогранит плиткине вырнаҫтарасси тата армстронг маччисене монтажласси малалла тӑсӑлать. Ҫавӑн пекех вӗренӳ кабинечӗсенче маляр ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Часах кӗмелли ҫӗнӗ группӑна монтажлама тытӑнаççĕ. Шкул территорине тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем параллельлӗ иртеҫҫӗ", — каласа панӑ хӑйӗн социаллă сетӗнче хула район пуҫлӑхӗ.

«Башинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫул хушшинче республикӑра шкулсене тӗп юсамалли тата ҫӗнетмелли программăпа 140 вӗренӳ заведенине 37,6 пин вырӑна юсанӑ. Пушкӑрт федераци укҫи-тенкине çак ĕçсем валли илнипе ҫӗршывĕпе 3-мĕш вырӑнта.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Илвир Нурдавлятовӑн социаллă сечӗсем.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-06-21/v-ufe-prodolzhaetsya-remont-shkoly-119-v-zelyonoy-rosche-3817072

 

Уфара сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Зеленая Рощари 119-мĕш шкула тĕпрен юсаса пĕтерме палӑртаҫҫӗ
Уфара сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Зеленая Рощари 119-мĕш шкула тĕпрен юсаса пĕтерме палӑртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас