#наци проекчĕ
"Корона" сӗтел-пукан фабрики 2022 ҫулта "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне кӗнӗ. Нацпроект шайӗнче илнӗ опыта пула предприяти кӗске вӑхӑтра матрассен производствин калӑпӑшне талӑкне икĕ хут 900 штукран 1800 штук таран ӳстерме пултарнӑ, — пӗлтерет ПР Правительствин пресс-центрӗ.
ПР Правительствин Премьер-министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ-экономика аталанӑвӗпе инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов паянхи куна проекта республикӑри 176 предприяти хутшӑнни ҫинчен каласа панă. Экспертсене пула ҫак предприятисенче ӗҫ процесӗсем оптимизациленнине, вӑл производствӑна пысӑклатма кӑна мар, продукцие лайӑхлатма та май пуррине палӑртнӑ. Опыта ытти участоксене тиражлани вара производство шайне яланах лайӑхлатма тата ӳстерме май парать.
Сӑмахран, "Корона" ОООн пилот участокӗнче экспертсем çулталăк çурă ĕçленĕ вăхăтра матрассем кăларасси 24% ӳснӗ, 20 сотрудник перекетлӗ производство меслечӗсене вӗреннӗ тата шалти икĕ инструктор хатӗрленӗ. Фабрикӑн генеральнӑй директорӗ Рамиль Мамлеев 2023 ҫулта матрас производствин ҫӗнӗ корпусне хута янине, унӑн планировкине тата ӗҫне нацпроектӑн илнӗ опычӗпе тиражланине палӑртнӑ.
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.