#наци проекчĕ
"Вӗренӳ" наци проекчӗ шайӗнче Пишпÿлек районӗнчи Усак-Кичу ялӗнчи шкулне юсасси малалла пырать. Юсав ӗҫӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ.
— Паянхи куна шкулта отделка ӗҫĕсем тӑваҫҫӗ: стенасене шпаклевка, штукатурка тата плитка майлаштарасси. Шкул фасадне тӑваҫҫӗ. Плиткӑна иккӗмӗш хутра вырнаҫтарса пӗтернĕ ĕнтĕ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра бригада столовӑйра кирпӗчрен стенасем тӑвать. Цехсене уйӑраççĕ: сивӗ, вӗри, аш, ҫӑнӑх тата мойка. Пурне те СанПиН тӑрӑх тӑваҫҫӗ. Халĕ 20 ҫынна яхăн ĕçлет. Эпир ашшӗ-амӑшӗпе стенисен дизайнне сӳтсе яватпӑр. Сӗтел-пукансемпе интерактивлӑ оборудовани илсе килме заказ панӑ ӗнтӗ, - тӗп юсав ӗҫӗсем ҫинчен Усак-Кичури вӑтам шкул директорӗ Ануза Камиловна Лутфуллина каласа парать.
Вӗренӳ заведенийӗсене юсаса ҫӗнетесси мӗнле иртнине курма вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшӗсем те килеҫҫӗ.
— Пирӗн шкула паллаймӑн ӗнтӗ. Пысӑк ӗҫ тунине куратӑп. Юлашки результата чӑтӑмсӑр кӗтетӗп. Эпир пурте савӑнасса шанатӑп, - каласа парать 10-мĕш класра вӗренекен Радмир Нигматуллин.
Тĕп юсав "Вӗренӳ" наци проекчӗн тата "Шкулти вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнетесси" федераци программин шайӗнче иртет. Юсав ӗҫӗсене июлӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. 2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче Усак-Кичу ялӗн ҫӗнелнӗ шкулӗ вӗренекенсене кӗтсе илӗ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.