Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
28 Июнӗн 2024, 05:08

Пушкӑртри Убалары ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Убалары ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлнăПушкӑртри Убалары ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлнă
Пушкӑртри Убалары ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлнă
#наци проекчĕ
Ҫакна республикӑра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.
Хальхи модульнӑй фельдшерпа акушер пункчӗ Архангельск районӗнчи Убалары ялĕнче уçăлнă, унта 200 ытла ҫын пурӑнать. Ӗлӗк вырӑнти ҫынсене медицина пулӑшӑвне кӑмака хутса ӑшӑтмалли тата ытлашши меллӗ пулман майсемлĕ кивӗ ҫуртра пама тивнӗ.
 
Ял тăрăхĕнче ҫӗнӗ ФАПа уҫни – паллах, савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑм, кунта пурӑнакансен тӗп категорийӗ – ватӑ ҫынсем вӗт. Халӑха медицина пулӑшӑвӗпе утӑмри майсемпе тивӗҫтересси - ял ҫӗрӗнче хӑтлӑ пурнӑҫ условийӗсем йӗркелеме тивӗҫлӗ обязательнӑй условисенчен пӗри.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртра пуçламăш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ памалли мӗн кирли пурте пур, ФАПа хальхи стандартсемпе тата санитари требованийӗсемпе килӗшӳллӗн пуянлатнӑ. Ӑна медицина оборудованийӗпе тата сӗтел-пукансемпе туллин комплектланӑ.
Уйрӑмах палӑртса хӑвармалла, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йышӑннипе наци проекчӗсене 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.
 
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
 
 
 
Пушкӑртри Убалары ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлнă
Пушкӑртри Убалары ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас