#наци проекчĕ
Çӗршыв Президенчӗ пуçарса янă "Тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проектне пурнӑҫланӑ май, кӑҫалхи январь-апрель уйӑхӗсенче, Пушкӑртстанран Турцие экспорт калӑпӑшӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 17,4 процента ӳснӗ.
Кун пирки Пушкӑрт Республикинчи тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫӗн министрӗ Маргарита Болычева пӗлтернӗ.
— Малтанхи виҫӗ уйӑх хушшинче пирӗн экспорта Турци Республикине минераллӑ апат-ҫимӗҫ 80,1 процент, 19,5 процент — хими промышленноҫ продукцийӗпе тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех эпир апат-ҫимӗҫпе чӗртавар, йывӑҫ тата целлюлозӑпа хут изделисем тăратса тухрӑмӑр. Ҫав хушӑрах эпир экспорта кӑна мар, Пушкӑртстанпа Турцин пӗр-пӗрин тавар ҫаврӑнӑшне те палӑртатпӑр. Кӑтарту 15,9 процент ӳснӗ, ку икӗ ен те партнерствӑна аталантарас енӗпе кӑсӑкланни ҫинчен калать, - тенӗ Маргарита Болычева.