#наци проекчĕ
Нуриман районӗнче Благовещенск — Павловка черетлӗ участокне асфальт сараҫҫӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт çул-йĕр хуçалăхен управленийĕ. Вӑл туристсен паллӑ маршручӗ.
Ӗҫ "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче пырать. Кӑҫал пӗтӗмпе 12,7 ҫухрӑм тӑршшӗ пилӗк участокра виткĕçе ҫӗнетме палӑртнӑ, пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах. Ҫак ӗҫсене, контракт тӑрӑх, сентябрь вӗҫӗнче вӗҫлемелле.
Асӑннӑ участока юсама контрактпа 2,7 ҫухрӑм тӑршшӗ 43,4 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Благовещенск — Павловка хушшинчи ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 65 километр ытла. 2022-2023 ҫулсенче ҫак трассӑна 12 ҫухрӑм ытла юсанӑ. Ку ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне унӑн пысӑк пайӗ — 49 ҫухрӑмĕ, нормативсемпе килӗшÿллĕ пулнă.
материалĕсем тӑрӑх.