Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Июлӗн , 11:04

Белорецкра нацпроект енӗпе икӗ территори йӗркеленет

#наци проекчĕ

Белорецкра нацпроект енӗпе икӗ территори йӗркеленет
Белорецкра нацпроект енӗпе икӗ территори йӗркеленет
#наци проекчĕ
Белорецкра кӑҫал "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци программи шайӗнче икӗ территорие — ЗАГС ҫывӑхӗнче тата Бельски кӗпер хыҫӗнчи ҫыран хӗрринче - хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
ЗАГС патӗнче ӗҫсен тӗп калӑпӑшне тунӑ: ҫулсене паллӑ тунӑ, бордюрсем хунӑ. Площадка варрине икӗ чӗре евӗрлӗ инсталяци вырнаҫтарнă, унта ҫамрӑк мӑшӑрсем сӑн ӳкерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех аркӑсем, лармаллисем, илемлӗ ҫутаткӑҫсем, видеосăнав камерисем лартма палӑртнӑ.
Бельски кӗпер патӗнчи ҫыран хӗррине тирпейлесси смотр площадкинчен пуҫланать, ун никӗсне подрядчик хатӗрленӗ те ӗнтӗ, Белорецк администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх.
Икӗ патшалӑх контракчӗн хакӗ 4,8 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Кӑҫал ҫеҫ Пушкӑрт Республикинче "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци программипе 123 общество территорине пӗтӗмӗшле 1,2 миллиард тенкӗлĕх хӑтлӑлатӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Иванютӑн соцсечӗсем.
 
 
 
 
Белорецкра нацпроект енӗпе икӗ территори йӗркеленет
Белорецкра нацпроект енӗпе икӗ территори йӗркеленет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: