Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Июлӗн , 09:27

Пушкӑрт предприятийӗсем чикӗ леш енне 6,4 пин тонна тулӑ сутнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт предприятийӗсем чикӗ леш енне 6,4 пин тонна тулӑ сутнӑ
Пушкӑрт предприятийӗсем чикӗ леш енне 6,4 пин тонна тулӑ сутнӑ
#наци проекчĕ
Мелеуз, Стерлитамак, Туймазă тата Хайбулла районӗсен предприятийӗсем Азербайджана, Казахстана тата Кыргызстана 6,4 пин тонна ытла апат-ҫимӗҫ тулли янӑ, тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствинче.
Пушкӑртстан тӗнчери 44 ҫӗршыва агропромышленноҫ комплексӗн продукцине экспортлать. 2023 ҫулта 730 пин тонна продукци 327 млн долларлăх тиенӗ.
Ҫав шутра 254,4 пин тонна тӗштырӑпа ҫу культурисем, вӗсенчен ҫурри ытла тулла тивнӗ. Ытларах Пушкӑртран Казахстанпа Тунис тулӑ туяннӑ.
Ял хуҫалӑх продукцийӗн экспорчӗн тӳпине Раҫҫей экономикин тытӑмӗнче ӳстересси "Тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать, аса илтернĕ Ял хуçалăх министерствинче.
 
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.
 
 
 
Пушкӑрт предприятийӗсем чикӗ леш енне 6,4 пин тонна тулӑ сутнӑ
Пушкӑрт предприятийӗсем чикӗ леш енне 6,4 пин тонна тулӑ сутнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: