#наци проекчĕ
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче Стерлитамакра Коммунистическая урамӗнчи сийсене тикӗслетмелли йӗркене туса пӗтернĕ. Ӗҫсене 0,8 ҫухрӑм тӑршшӗ участокра ирттереҫҫӗ, подряд организацийӗ бордюрсем те вырнаҫтарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫул тăвакансем асфальт-бетон виттине сарма тытӑнӗҫ те термопластикран разметка тăвĕç. Ку ӗҫе 36 млн ытла тенкӗ яраҫҫӗ.
– Коммунистическая урамӗ больница хули патне илсе пырать, унта перинатальлĕ центр, хулари 1-мӗш номерлӗ клиника больници, юн илмелли станци, ҫавӑн пекех ача-пӑча поликлиники вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак урамра автомобиль юхӑмӗн пысӑк интенсивлӑхӗ палӑрать. Ҫул-йӗр юсавӗ ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме май парать, - асӑрхаттарнă Пушкӑрт Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова.
Коммунистическая урамӗнчи пур ӗҫе те 2024 ҫулхи июль вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Транспорт министерстви.