#наци проекчĕ
Уфа администрацийӗн пуçлăхĕн пӗрремӗш заместителӗ Сергей Кожевников ертсе пынипе Шакша кӗперӗ ҫинчи оперативлӑ канашлура ӗҫсен итогне тунă.
Канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, рабочисем талӑкӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗм ӗҫ график тӑрӑх пырать.
Юсав ӗҫӗсен тапхӑрӗнче пурӑнакансене куҫса ҫӳрессине тивӗҫтерес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Хулари электричкăсен куҫса ҫӳрекен составӗ кашни икӗ вагон чухлӗ пысӑкланнӑ.
Кунсӑр пуҫне, ҫынсене электричка патне турттарма "Башавтотранс" ГУПăн 54 автобусне хута янӑ.
Уфари Шакша кӗперне юсас ӗҫе "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче тăваççĕ. Ӗнер кунта машинӑсем валли чарусем кĕртнĕ. Кӗпер конструкцийӗсем силленсе тӑрассине ӗҫе кӗртнӗ чухне кӑларса пӑрахас тесе 15 кун — июлӗн 24-мӗшӗнчи 23 сехетчен транспорт юхăмне пӗтӗмӗшпе чарнӑ, - пӗлтерет Башинформ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа администрацийӗ.