Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Июлӗн , 12:07

Пушкӑртра 123 общество территорине ҫӗнетеҫҫĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра 123 общество территорине ҫӗнетеҫҫĕ
Пушкӑртра 123 общество территорине ҫӗнетеҫҫĕ
#наци проекчĕ
123 общество территорине кӑҫал "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроектӑн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци программине пула Пушкӑрт Республикинче хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Вӗсем парксемпе скверсем, ҫыран хӗррисем, площадьсем, ҫуран ҫӳремелли зонӑсемпе аллейӑсем.
Сӑмахран, Кушнаренково ялӗнче Ҫӗнтерӳ паркне хӑтлӑлатнӑ. Вӑл 2023 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлавра ҫӗнтернӗ, вырӑнти халӑхӑн нумай сассине пухнӑ. Парка хӑтлӑх кӗртес ӗҫ вӗҫленнӗ. Кунта ҫӗр ӗҫӗсем ирттернӗ, брусчаткӑна улӑштарнӑ, тротуарсем тунӑ, тулти ҫутта юсанӑ, клумбӑсене ҫӑлтӑр пек туса хитрелетнĕ, пӗчӗк архитектура формисем тунӑ.
"Проекта республикӑра пурӑнакансем 2023 ҫулта хӑтлӑх объекчӗсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлавра суйланӑ", - палӑртнӑ Пушкӑрт ЖКХ министерствин пресс-службинче.
Унсӑр пуҫне кӑҫал Ишимбай районӗнчи Верхотор тата Баймак районӗнчи Баймак ялӗнче икӗ территорие улӑштарӗҫ. Вӗсем пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнă.
"Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри ЖКХ министерствин пресс-служби.
 
 
 
Пушкӑртра 123 общество территорине ҫӗнетеҫҫĕ
Пушкӑртра 123 общество территорине ҫӗнетеҫҫĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: