Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Июлӗн , 09:28

"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче Уфа хулин туркочӗ йӗркеленнӗ

#наци проекчĕ

"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче Уфа хулин туркочӗ йӗркеленнӗ
"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче Уфа хулин туркочӗ йӗркеленнӗ
#наци проекчĕ
"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроекта пурнӑҫланӑ май Уфа хулинчи туризм кодне йӗркеленӗ.
2023 ҫулта Пушкӑрт Республикин тӗп хули хулан туризм кодне проект тӑвас енӗпе конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса федераци субсидине 208,8 млн тенкӗ чухлӗ, республика пулӑшӑвне – 4,3 млн тенкӗ илнӗ. Ҫавӑн пекех бюджет тулашӗнчен 498,6 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ.
– Уфа туркочӗ – ку хулари уявсем валли ҫӗнӗ локацисем тата хулари хӑтлӑ хутлӑхсем, ҫав шутра пӗчӗк мобильлӗ граждансем валли те. Хулан историллӗ центрне – Ленин урамӗнчи аллейӑна тата Салават Юлаев ячĕллĕ площадьри хулари интереслӗ вырӑнсене пырса тивнӗ улшӑнусем, Шуратăл ҫыран хӗрри, С.Т. Аксаков ячĕллĕ сад, ҫӗнӗлле Уфана уҫаҫҫӗ, туристсене явӑҫтарас тӗлӗшпе ӑна майсем анлӑлатаҫҫӗ, - коментари панӑ Пушкӑртстанри предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Зухра Гордиенко.
97,2 гектар лаптăкра туризм навигацийӗ, хальхи архитектура ҫутисем, пăхмалли площадкăсем, ҫӗнӗ архитектура формисем, брендланӑ люксем, ярмăрккӑпа событи зонисем, мобильлӗ сценӑсемпе туризмпа информаци центрӗсем, 16 ҫутӑ инсталяцийӗ, ятарлӑ службӑсем чӗнсе илмелли стойкӑсем, санитари зонисем йӗркеленӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн стереоскопсем лартнӑ, вӗсем тӗп хулари уфимецсемпе хӑнасене урамсемпе объектсен авалхи ӳкерчӗкӗсене кӑтартма май параҫҫӗ. Вӗсем Советская, Карл Маркс, Коммунистическая урамӗсенче Гостинӑй дворпа Салават Юлаев палăкӗ патӗнче вырнаҫнӑ.
 
 
"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче Уфа хулин туркочӗ йӗркеленнӗ
"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче Уфа хулин туркочӗ йӗркеленнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: