Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Июлӗн , 11:34

Пушкӑртра пӗчӗк бизнес субъекчӗсен шучӗ ҫулталӑк хушшинче 5 % ӳснӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра пӗчӗк бизнес субъекчӗсен шучӗ ҫулталӑк хушшинче 5 % ӳснӗ
Пушкӑртра пӗчӗк бизнес субъекчӗсен шучӗ ҫулталӑк хушшинче 5 % ӳснӗ

 

#наци проекчĕ

Вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен Пӗрлехи реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри бизнес субъекчӗсен шучӗ ҫулталӑк хушшинче 5% ытла ӳснӗ. Кӑтарту Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах, палӑртнӑ ПР Предпринимательство министерствинче.

— Вӑтам предприятисен шучӗ 6%, пӗчӗккисен 1,3% ӳснӗ, ҫакӑ пирӗн предпринимательсен пахалӑхлӑ ӳсӗмӗ ҫинчен калать. Эпир бизнеса аталантарма хӑтлӑ условисем йӗркелеме тӑрӑшатпӑр. Ку тӗлӗшпе пире патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗрлӗ мерисем, ҫав шутра "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство тата уйрӑм предпринимательство пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче те пулӑшаҫҫӗ, — палӑртнă Пушкӑртстан правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров.

Регионӑн 226 пин ытла гражданӗ харпӑрҫӑсем шутланаҫҫӗ. Ку категори чи пысӑкки — 2023 ҫулхипе танлаштарсан, 22% нумайрах, кӑтартнӑ.

Социаллӑ предпринимательсене халӗ 578 — 1,4% ҫӳлерех регистрациленӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан.

Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-07-17/v-bashkirii-kolichestvo-sub-ektov-malogo-biznesa-za-god-vyroslo-na-5-3852433

 

 

Пушкӑртра пӗчӗк бизнес субъекчӗсен шучӗ ҫулталӑк хушшинче 5 % ӳснӗ
Пушкӑртра пӗчӗк бизнес субъекчӗсен шучӗ ҫулталӑк хушшинче 5 % ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: