Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Июлӗн , 10:37

Кемпингсем тӑвас енӗпе 25 проекта пурнӑҫлама Пушкӑртра 200 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ

#наци проекчĕ

Кемпингсем тӑвас енӗпе 25 проекта пурнӑҫлама Пушкӑртра 200 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ
Кемпингсем тӑвас енӗпе 25 проекта пурнӑҫлама Пушкӑртра 200 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ
 
#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗ шайӗнче кемпингсемпе автокемпингсем вырнаҫтармалли модульлӗ вырăнсем йӗркелес енӗпе 25 проект пурнӑҫланӑ.
ПР Предпринимательлӗх тата туризм министерствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кемпингсемпе автокемпингсене пурнӑҫлама патшалӑх пулӑшӑвне 83,5 млн тенкӗ янӑ, инвесторсен хӑйсен укҫи-тенки 103,5 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Предпринимательлӗх тата туризм министрӗн ҫумӗ Айдар Галин ҫуллахи сезонра кемпингсемпе глэмпингсем уйрӑмах хисепре пулни ҫинчен каласа панӑ. Ҫак кану формисем ҫынсене ҫутҫанталӑкпа киленме, уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта хӑтлӑхран пӑрӑнмасӑр ирттерме ытларах та ытларах илӗртеҫҫӗ, тесе шутлать вăл.
Регионти туризм ведомствинче 2023 ҫулта Пушкӑртстанри территорине вырнаҫтармалли муниципалитет вырăнĕсем модульлӗ йӗркелеме ҫӗнтернӗ проектсем 2024 ҫул тăршшĕнче пурнӑҫланнине ӑнлантарса панӑ. Кемпингсемпе автокемпингсем регионти 20 муниципалитет пӗрлӗхӗнче вырнаҫнӑ. Проектсене пурнӑҫланине пула 75 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленни савӑнтарать.
Кемпинг сетьне, Пушкӑрт туризм отрасльне тытӑмлӑн аталантармалли инструмент пекех, маларах Пушкăрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллӑ страницинче асӑннӑ. Вӑл кемпингсенче, глэмпингсенче, республикӑра йӗркеленӗ кану базисенче туристсене вырнаҫтармалли 600 яхӑн хушма номерсем ҫинчен каласа панă.
Радий Хабиров яланах ҫакна палӑртать: республика унӑн тӗлӗнмелле илемне ҫынсем май килнӗ таран ытларах курассипе интересленет, ҫавӑнпа та туризм инфратытӑмне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Сӑмахран, 2024 ҫулта туризма аталантармалли патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле суммине 900 млн тенкӗ виҫепе, ҫав шутра "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" наци проектне пурнӑҫлама – 530,4 млн тенкӗ - федераци укҫи – 519,8 млн тенкӗ, Пушкӑртстан бюджечӗн укҫи-тенки - 10,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
 
Сăнӳкерчӗкӗ: biznestur.bashkortostan.ru сайтран.
 
Кемпингсем тӑвас енӗпе 25 проекта пурнӑҫлама Пушкӑртра 200 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ
Кемпингсем тӑвас енӗпе 25 проекта пурнӑҫлама Пушкӑртра 200 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: