#наци проекчĕ
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект тӑрӑх 2024 ҫулта 218 километр ытла ҫула тата 415,3 погонлӑ метр тӑршшӗ сакăр кӗпере юсама палӑртаҫҫӗ. Кун ҫинчен ПР Правительствинче пӗлтернӗ.
104 объекта ҫӗнетме тата юсаса ҫӗнетме 7 миллиард ытла тенкӗ пӑхса хӑварни паллӑ, вӗсенчен 3,4 миллиарчĕ республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ пулса тӑрать.
"Кӑҫал Уфа тата Стерлитамак агломерацийӗсенче 95,5 ҫухрӑм ытла ҫула юсама палӑртнӑ. Ҫакӑ 20,5 ҫухрӑм асӑннӑ агломерацисенче 2023 ҫулта юсанинчен нумайрах. Ӗҫсене 55 объектра туса ирттерӗҫ, вӗсенчен 57 ҫухрӑм тӑршшӗ 41 объект — вырӑнти ҫулсем, пӗтӗмӗшле 38 ҫухрӑм тӑршшӗ 14 объект — регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем.