#наци проекчĕ
Next ГАЗон шассин никӗсӗ ҫинче туса хатӗрленӗ нумай функциллӗ культура центрӗ зианчурасен культура пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ маяк пулса тӑрӗ. Автоклуба туянма "Культура" наци проекчĕн "Культура хутлӑхӗ" проектне хутшӑннипе май килнӗ.
Зианчура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дамин Юланов халӗ стационарлӑ культура учрежденийӗсем ҫук инҫетри вырӑнсенче кирек мӗнле мероприяти те ирттерме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ. Автоклуб темиҫе минут хушшинче концерт залӗ пулса тӑма пултарать вӗт. Район ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, "кустӑрмасем ҫинчи сцена" килнӗренпе районта пурӑнакансен культура пурнӑҫӗ тата туллирех те тӗрлӗ тӗслӗрех пулса тӑрӗ.
"Кустӑрма çинчи" культура центрӗсене хальхи нумай функциллӗ оборудованипе пуянлатнӑ: сцена-трансформерпа, спутник антеннипе, акустика системипе тата мультимедиа оборудованийӗпе.
Республикӑри Культура министерствин специалисчӗсем автоклуб кирек хӑш территорие иртме май пур ҫӗрте те - парксенче, кану вырӑнӗсенче, уҫӑ площадкӑсенче - культурӑпа массӑллӑ, курӑмлӑ мероприятисем ирттерме май парасса шанаҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен культура центрӗ пулӑшнипе тухмалли концерт программисене, пултарулӑх коллективӗсен тухса каланисене ирттерме мобильлӗ сцена йӗркелеме пулать.