#наци проекчĕ
Ҫак 22 бизнес-проект валли "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗ шайӗнче федераци укҫи-тенкине 84 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Республика софинанслани 2% шутланать тата проект хакӗн 50 процентӗнчен кая мар инвесторсем пулаççĕ, пӗлтерет регион правительствин пресс-центрӗ.
2024 ҫулта вара Пушкӑрт туризм отраслӗн предпринимателĕсене пулӑшма федераци бюджетӗнчен 166 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Раҫҫей Экономика министерствине республикӑран панă заявкӑна регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ырланӑ. Унсӑр пуҫне "Башкирское долголетие. Туризм» проекта пурнӑҫлама 2024 ҫулта республика бюджетӗнчен 48 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Регионти туризм ведомствин пӗтӗм конкурс комиссийӗ юридика сăпачĕсенчен тата уйрӑм предпринимательсенчен 523,8 млн тенкӗлĕх заявкӑсем пӑхса тухнӑ. Вӗсенчен 22-шĕ субсиди формипе патшалӑх пулӑшӑвне илӗҫ: туризм инфратытӑмне аталантарас енĕпе 6 проект, пляжсене йӗркелес тата (е) аталантарас енӗпе 5 проект, кемпингсем тӑвас енӗпе 11 проект.
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.