Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Августӑн , 10:45

Пушкӑртстанра Благовещенск-Павловка ҫулӗн тепӗр участокне юсаса пӗтернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра Благовещенск-Павловка ҫулӗн тепӗр участокне юсаса пӗтернӗ
Пушкӑртстанра Благовещенск-Павловка ҫулӗн тепӗр участокне юсаса пӗтернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Благовещенск-Павловка ҫулӗн 2,8 ҫухрӑм тӑршшӗ участокне юсанӑ, пӗлтернӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн управленийӗнче. Юсав вӑхӑтӗнче кунта тӗпсӗр авӑрсене пӗтернӗ, тикӗслекен сийпе витмелли хатӗре пурнӑҫланӑ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ, разметка хунӑ.

Кӑҫал кӑна "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче ҫак ҫулӑн пилӗк участокне пӗтӗмӗшле 12,7 ҫухрӑм тӑршшӗ юсама палӑртнӑ.

Трасса Павловский водохранилище патне илсе пырать, унта вырӑнти халӑх тата туристсем канма юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ку ҫула юсамалла тата ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансемшӗн хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелле.

Ку ҫул ҫинчи ӗҫе 2024 ҫулхи III кварталта вӗҫлеме палӑртнӑ. Благовещенск-Павловка хушшинчи ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 65 километртан ытла.

Сӑнӳкерчӗкĕ: РБ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн управленийӗ.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-08-02/v-bashkirii-zavershyon-remont-eschyo-odnogo-uchastka-dorogi-blagoveschensk-pavlovka-3871651

 

 

Пушкӑртстанра Благовещенск-Павловка ҫулӗн тепӗр участокне юсаса пӗтернӗ
Пушкӑртстанра Благовещенск-Павловка ҫулӗн тепӗр участокне юсаса пӗтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: