Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
6 Августӑн , 11:55

Пушкӑрт ҫыннисем 2025 ҫулта мобильлĕ интернета ӑҫта ирттермеллине суйласа илӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ҫыннисем 2025 ҫулта мобильлĕ интернета ӑҫта ирттермеллине суйласа илӗҫ
Пушкӑрт ҫыннисем 2025 ҫулта мобильлĕ интернета ӑҫта ирттермеллине суйласа илӗҫ

#наци проекчĕ

 

Пушкӑртстанра пурӑнакансем кӑҫалхи ноябрӗн 17-мӗшӗччен 100-тен пуҫласа 500 ҫын таран халӑх пурӑнакан вырӑнсемшӗн сасӑлама пултараҫҫӗ, вӗсенче 2025 ҫулта мобильлĕ ҫыхӑнмалли база станцине вырнаҫтарĕç.

Ҫакна онлайн Госуслуги порталӗнче е почтӑран Раҫҫей Цифра министерствине уйрӑм е коллективлӑ заявлени ярса пама пулать: 123112, Мускав хули, Пресненская наб., 10-мĕш çурт, 2-мĕш стр.

— Раҫҫей Цифра министерстви кашни ҫул пысӑк мар поселоксенче пурӑнакансене "2.0 цифра танмарлӑхне пӗтересси" федераци проекчӗн шайӗнче хӑйсен территорийӗнче ҫыхӑну тытма май парать. Ӑна пула чи малтан ҫыхӑнупа тивӗҫтермелли халӑх пурӑнакан вырӑнсене палӑртаҫҫӗ, — пӗлтернӗ ПР Цифра министерствин пуҫлӑхӗ Геннадий Разумикин.

"2.0 цифра танмарлӑхне пӗтересси" проекта Пушкӑртри 1 598 ял кӗртнӗ. Малтанхи икӗ сасӑлав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх халӑх хушшинче 242 база станцине йӗркелесе ҫитернĕ. Халӑх пурӑнакан 50 пунктра ӗҫ ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗҫленет.

 https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-08-05/zhiteli-bashkirii-vyberut-kuda-provodit-mobilnyy-internet-v-2025-godu-3873877

 

 

 

 

Пушкӑрт ҫыннисем 2025 ҫулта мобильлĕ интернета ӑҫта ирттермеллине суйласа илӗҫ
Пушкӑрт ҫыннисем 2025 ҫулта мобильлĕ интернета ӑҫта ирттермеллине суйласа илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: