Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Августӑн , 11:24

Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунă

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунă
Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунă

#наци проекчĕ

Верхнеяркеево больницин тухтӑрĕсем 92 ҫулти хӗрарӑма ҫӗнӗ оборудованипе усӑ курса операци ӑнӑҫлӑ ирттернӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче.

Хальхи эндовидеохирурги стойкине районти тӗп больницӑра иртнĕ çул вӗҫӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект тӑрӑх вырнаҫтарнӑ, ӑна пурнӑҫланине Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров уйрӑм тимлӗх уйăрнă.

Верхнеяркеевăри тĕп район больницин хирургĕ Уфара лапароскопи операцийӗсене вӗреннӗ, халĕ вăл Илиш районӗнче операцисем ирттерет.

"Ҫакӑн пек операцисенчен пӗри 92 ҫулти пациенткӑн ват хӑмпине касса илесси пулса тӑнă, вӑл хырӑмӗ ыратни ҫинчен ӳпкелешсе пынă, — каласа панă Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче. — Консервативлӑ терапи хыҫҫӑн ӑна лапароскопи операцийӗ ӑнӑҫлӑ ирттернӗ. Сахал инвазивлă меслете пула пациентка хӑвӑрт юсаннă та больницӑран халех тухнă".

Лапароскопи операцийӗсем йӑлана кӗнӗ уҫӑ хутшӑнусемпе танлаштарсан чылай лайӑх. Чи малтан вӗсем ÿте сахалрах амантаҫҫӗ, юсав вӑхӑтне кӗскетеҫҫӗ тата пациентсене хӑвӑртрах хӑнӑхнӑ пурнӑҫ патне таврӑнма май параҫҫӗ.

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-08-05/v-tsrb-bashkirii-prooperirovali-92-letnyuyu-zhenschinu-blagodarya-novomu-oborudovaniyu-3873519

 

 

Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунă
Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: