#наци проекчĕ
Пелепей-Туймазă-Бакалы ҫулӗн участокӗнче подрядчик "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче юсав программине вӗҫлет. Халӗ ҫул айккисене йӗркелеҫҫӗ, унтан разметка ӳкереҫҫӗ. Ку трасса пуҫламӑшӗнче 7 километр тӑршшӗ участок. Патшалӑх контракчӗн хакӗ, патшалӑх туянӑвӗсен докуменчӗсем тӑрӑх, 202,7 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Ку ҫул регионти тӗрев тытӑмне кӗрет, ҫавӑнпа та ӑна нормативлӑ майпа пулӑшни питӗ пӗлтерӗшлӗ, - палӑртнă Пушкӑрт Çул-йӗр хуҫалӑхӗн управленийӗн ертӳҫи Артем Шамхалов.
Кӑҫал Пелепей районӗнчи 3-километр лаптӑка тата Туймазă районӗнчи икӗ участока, ҫавӑн пекех 71-мӗш километрти кӗпере юсӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Çул-йӗр хуҫалӑхӗн управленийӗ.